ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн (ГИБДД) ĕçченĕсем арендăна паракан электросамокатсен хăвăртлăхне 25 çухрăмран 10 çухрăма çити чакарма сĕннĕ. Çакă тротуарсем тăрăх пыракан çуран çÿрекен çынсене пырса çапăннă тата автомобиль кустăрмисем айне пулнă тĕслĕхсен шутне чакарма пулăшĕ.
Ытти сĕнÿсен шутне электросамокатсен водителĕсене велосипед çулĕсемпе çеç усă курма ирĕк парасси тата асăннă транспортпа ятарласа уйăрман çулсемпе çÿреме чарасси кĕнĕ.
Хальхи вăхăтра Ĕпхÿ хулинче 2000 яхăн электросамоката кĕске вăхăта арендăна паракан (шеринг) виçĕ фирма ĕçлет.
Асăннă транспортпа анлă усă курни нумай ыйту çуратать. Шеринг компанисен правилисемпе килĕшÿллĕн тара илнĕ самокатсемпе 18 çултан кĕçĕнреххисем‚ алкоголь шĕвекĕсем ĕçнисем тата наркотик хутăшĕсем усă курнисем çÿреме пултараймаççĕ. Унсăр пуçне водительсен çуран çÿрекенсен каçмисĕр пуçне автомобиль çулĕсем çине тухма юрамасть. Анчах çак правилăна çынсем пачах та пăхăнмаççĕ.
Сăмах май‚ Ĕпхÿ хулинчи виçĕ куна тăсăлакан рейд вăхăтĕнче полици ĕçченĕсем электросамокатсемпе усă куракан 100 çынна штраф тÿлемелле тунă. Вĕсен шутĕнче ытларах çамрăксем пулни паллă. Хăшĕ-пĕрисем алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн самокатпа ярăнма тухнă пулнă.