Новости
1 Июня 2021, 10:35

Халăх промыслĕсен прозводителĕсене пулăшу парĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республика Правительствине алăсталăх таварĕсене тăвакан производительсене пулăшмалли программа хатĕрлеме хушнă. Ун çинчен кашни эрнере иртекен оперативлă канашлура сăмах хускатнă. Çавăн пекех 2021 çулхи 4 уйăхăн регионти промышленность ĕçĕн пĕтĕмлетĕвне тунă.

ПР промышленность тата инноваци политикин министрĕ Александр Шельдяев 2021 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче промышленность производствин индексĕ Раççейри вăтам кăтартуран (101,1 %) иртсе 102,1% çитнине пĕлтернĕ. Уйрăмах йывăçран тĕрлĕ таварсем хатĕрлессипе (160,6%), полиграфи ĕç-хĕлĕпе (155,2%) тата автотранспорт производствипе (154,1%) лайăх кăтартусем пулнине палăртмалла.
Пушкăртстан пуçлăхĕ ПР Правительствин индустри блокĕн ĕçне пысăк хак панă.
«Пирĕн экономика майĕпен кăшăлвирус тапхăрчченхи вăхăта таврăнать. Пушкăртстанри Промышленность министерстви республикăри промышленниксен юлташĕ, соратникĕ пулнине çирĕплетсе калама пултаратăп, - тенĕ Радий Хабиров. – Промышленноçа аталантармалли фондăн ушкăнне тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тăватăп».
Регион пуçлăхĕ 2021 çулхи август уйăхĕнче Пушкăртстанра Вăрман форумĕ иртесси çинчен астутарнă. Унăн кун йĕркине йывăçран тавар тумалли производствăна аталантарас ыйтăва та кĕртмеллине палăртнă.
Читайте нас