Новости
1 Июня 2021, 08:10

РУЦ лапамĕ çинче правительствăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ

Май уйăхĕн 31-мĕшĕнче республикăна ертсе пымалли Управлени центрĕн (РУЦ) лапамĕ çинче ПР Правительствин пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна премьер-министр Андрей Назаров ертсе пынă. Ларура Петербургри экономика форумне хутшăнассипе‚ Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăна ирттерессипе‚ 2021 çулта çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелессипе‚ вăрман промышленноçĕн комплексне субсиди памалли программăна тăсассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Май уйăхĕн 31-мĕшĕнче республикăна ертсе пымалли Управлени центрĕн (РУЦ) лапамĕ çинче ПР Правительствин пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна премьер-министр Андрей Назаров ертсе пынă. Ларура Петербургри экономика форумне хутшăнассипе‚ Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăна ирттерессипе‚ 2021 çулта çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелессипе‚ вăрман промышленноçĕн комплексне субсиди памалли программăна тăсассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Аса илтеретпĕр, 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче республика пуçлăхĕн социаллă коммуникаци управленийĕн никĕсĕ çинче республикăри управлени центрне (РУЦ) йĕркеленĕччĕ.
ПР Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов РУЦăн тĕп структуринче икĕ пысăк блок ĕçлессине палăртнă.
- Пĕрремĕшĕ - граждансемпе ĕçлекен тата çивĕч лару-тăрусене тимлесе тăракан блок‚ - тенĕ пĕрремĕш вице-премьер. - Ытти регионсенчи управлени центрĕсемпе танлаштарсан‚ пирĕн РУЦра ииккĕмĕш блок пур. Вăл экономикăпа аналитика ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ - регионăн социаллă тата экономика аталанăвне аналитика енчен туллин тата кĕске вăхăтра кăтартса парасси.
Паянхи кун РУЦри аналитика системи республикăри лапамсенчен коммуналлă хытă каяшсене илсе тухассипе çыхăннă лару-тăрăва‚ медицина тата ял хуçалăх шайĕнчи кăтартусене‚ çул-йĕрпе строительство объекчĕсене‚ МФЦ-сенче мĕнле пулăшу тĕсĕсем панине сăнаса тăма май парать. Кирлĕ информацисемпе тÿрремĕнех ведомство системисем тивĕçтереççĕ.
ПР Патшалăх управленийĕн цифра аталанăвĕн министрĕ Геннадий Разумкин управлени центрĕнчи техника шайĕ мĕнле пулнине уçса панă.
- Экономика блокĕн интерактивлă панельне туса пĕтернĕ хыççăн «Социаллă пулăшу»‚ «Хăрушлăхсăр хула»‚ «Вĕрентÿ»‚ «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» тата «Строительство» блокĕсем йĕркелеме палăртатпăр‚ - ăнлантарса панă вăл. - Власть органĕсен ĕç пахалăхне ÿстерес тĕллевпе республикăн интерактивлă 3D карти пулăшса пырĕ. Карта регионăн пĕр-пĕр территорине куçма тата муниципаллă паспортсене пăхма май парать.
ПР Пуçлăхĕн социаллă коммуникаци енĕпе ĕçлекен управлени ертÿçи Елена Прочаковская социаллă сетьсенче кулленхи пурнăçра çынсене пырса тивекен ыйтусене татса паракан блока тимлĕх уйăрнă.
- Çынсен çивĕч ыйтăвĕсен никĕсĕ çинче (вĕсем «Инцидент-менеджмент» системăра тата каялла çыхăну йĕркелекен платформăра çырăнаççĕ) хăш-пĕр ыйтусене татса панă вăхăтра йышăну тума управлени йĕркелемелле. Çакă малашне çивĕч темăсемпе‚ пулăмсемпе тепĕр хут йăнăшсем тăвассинчен хăтарĕ - тенĕ Елена Прочаковская.
Читайте нас