Пур хыпар та
Новости
1 Июнӗн 2021, 16:05

Шкулсенчи апатлану пахалăхĕн рейтингĕ паллă

ПР суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев Пушкăртстанри шкулсенче пахалăхлă апатлану йĕркеленĕ хула ячĕсене асăнса хăварнă. Çак кăтартусемпе вăл республика правительствинче иртнĕ оперативлă канашлура паллаштарнă.

ПР суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев Пушкăртстанри шкулсенче пахалăхлă апатлану йĕркеленĕ хула ячĕсене асăнса хăварнă. Çак кăтартусемпе вăл республика правительствинче иртнĕ оперативлă канашлура паллаштарнă.
Министр сăмахĕсем тăрăх‚ вунă вĕрентÿ учреждени 85-100 балл илме тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче - Нефтекамск хулинчи çичĕ шкул‚ Çтерлĕри икĕ пĕлÿ çурчĕ тата Октябрьски хулинчи пĕр вĕрентÿ учрежденийĕ.
Кумертау хулинчи‚ Аксинпа Благовар‚ Бурзянпа Кугарчă‚ Мечетлĕпе Татăшлă‚ Федоровкăпа Караидель‚ Мишкинпа Хайбулла тата Шаран районĕсенчи 28 шкула чи пĕчĕк балсем (30-59) лартса панă.
Унсăр пуçне 168 организаци‚ вĕсенче планпа тата плансăр тĕрĕслевсем ирттернĕ‚ вăтам кăтартупа (60-84 балл) савăнтарнă.
Алексей Гусев пĕлтернĕ тăрăх‚ ПР Суту-илÿ министерстви сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 500 хут вырăнти тĕрлĕ шкулсене çитсе курнă. Регионти пĕр муниципалитет та япăх кăтартупа палăрман.
Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров апат-çимĕçпе тата хатĕр апатпа тивĕçтерекен оператор ĕçне пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.
- Пĕрле ĕçлеме патрнерсем тупмалла. Эпир сире сĕннисемпе вăйпа ĕçлеме кирлĕ мар. Хăвăр шырăр‚ анчах çăхавсем пулсан е вĕсем начар ĕçлесен эпир хутшăнăпăр. Эсир паха апатланупа тивĕçтермелле‚ - тенĕ регион ертÿçи.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас