Пур хыпар та
Новости
1 Июнӗн 2021, 15:40

Ют çĕршывсене тухса çÿреме юраманнисен шучĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнатпăр

Раççейре пурăнакан 5,1 млн çын тĕрлĕ парăмсене тÿлесе татманнине пула çĕршывран тухма юраман (невыездные) статуспа пурăнаççĕ.

Раççейре пурăнакан 5,1 млн çын тĕрлĕ парăмсене тÿлесе татманнине пула çĕршывран тухма юраман (невыездные) статуспа пурăнаççĕ. Çак хисепĕн пилĕк пайĕнчен пĕри (20%) Краснодар крайне, Пушкăртстана тата Мускав хулине пырса тивет.
Пушкăртстан Кубань регионĕ (381,4 пин çын) хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать. Пирĕн республикăра çĕршывран тухма юраман 360,5 пин парăмçă пурăнать. Суд приставĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кашни вуннăмĕш парăмçăн алиментсене тÿлеменнине пула çĕршывран тухма юрамасть.
Читайте нас