Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче‚ Пĕтĕм тĕнчери ачасене хутĕлемелли кун‚ Ĕпхÿ районĕнчи «Михайловка Green» («Ешĕл Михайловка») поселокĕнче «Олимп» çĕнĕ вĕрентÿ центрĕ уçăлнă. Объекта кĕске вăхăтра «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче федераллă тата регион укçи-тенкипе хăпартнă.
Çак чаплă мероприятине Пушкăртсан Республикинчи тĕп федераллă инспектор Алексей Касьянов‚ ПР вĕрентÿ тата наука министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ильдар Мавлетбердин хутшăннă.
Центрта шкул тата ача сачĕ вырнаçнă. Палăртнă тăрăх‚ вĕрентÿ учреждени 640 шкул ачи тата 160 шкул çулне çитмен шăпăрлана йышăнма пултарать.
- Пĕлÿ илмелли çула асфальт сарнă‚ вăл сире ăнăçу патне - Олимпа - илсе çитерĕ. «Демографи» проекчĕ ача сачĕсемпе шкулсенче хушма вырăнсем уçма кăна мар‚ ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ енлĕ аталантарма майсем те туса парать. Çĕршыв çитĕнĕвĕ вĕрентÿ сферине модернизациленинчен килет. Çавăнпа пирĕн республикăра пысăк программăсем пурнăçланаççĕ‚ - тесе палăртнă Алексей Касьянов.
«Олимп» вĕрентÿ учрежденине «Жилой квартал» компани хăпартнă. Вăлах çурт лартмалли шкулпа ача сачĕн проектне хатĕрленĕ.
- Коттедж тата хваттер поселокĕсенче пурăнакан çемьесем Михайловка ялĕнче шкулпа ача сачĕ уçăлассине чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Халĕ çурт-йĕр туянсан шкулпа ача сачĕ пирки пăшăрханма кирлĕ мар‚ - тенĕ «Жилой квартал» компанин пресс-службинче.
Çĕнĕ вĕрентÿ учрежденине 2020 çулхи январь уйăхĕнче хăпартма тытăннă. Пандеми вăхăтĕнче те унти ĕçсене чарса лартман. Çапла майпа 2021 çул пуçламăшĕ тĕлне строительство ĕçĕсене вĕçленĕ‚ лицензи илнĕ.
- «Михайловка Green» поселокĕнче вĕрентÿ учрежденийĕ уçăлни - тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Патшалăх учрежденийĕсемпе çурт лартакансем пĕрле ĕçлени акăш-макăш çитĕнÿ тума пулăшрĕ. «Жилой квартал» специалисчĕсем кĕске вăхăтра объекта хăпартрĕç. Сирĕн умăрта - паянхи самана ыйтнине тивĕçтерекен‚ хăтлă тата хăрушсăрлăхлă шкулпа ача сачĕн çурчĕ. Çитес вăхăтра унта пирĕн ачасем вĕренĕç‚ - тенĕ «Олимп» вĕрентÿ центрĕн директорĕ Ирина Матвеева.
Шкул территорийĕнче футбол‚ волейбол тата икĕ баскетбол уйĕсем‚ çуран чупмалли çул‚ пысăк спортзал тата вылямалли лапамсем вырнаçнă. Кабинетсене вĕрентÿ валли кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.
Ача садĕнче сакăр ушкăна выляма лапамсем тунă‚ гимнастика тата музыка залĕсем уçнă. Июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче ача сачĕ хăйĕн пĕрремĕш шăпăрланĕсене йышăннă.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#демография