Пур хыпар та
Новости
2 Июнӗн 2021, 17:40

Сахăр диабечĕпе Пушкăртстанра 116 910 çын чирлет

Пушкăртстанра сахăр диабечĕпе чирлекен 116 910 çынна шута илнĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Сывлăх сыхлав министерстви. Çĕршывĕпе вара çак кăтарту 5 млн яхăн çынпа танлашать.

Пушкăртстанра сахăр диабечĕпе чирлекен 116 910 çынна шута илнĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Сывлăх сыхлав министерстви. Çĕршывĕпе вара çак кăтарту 5 млн яхăн çынпа танлашать.
Ведомство даннăйĕсем тăрăх‚ паянхи кун республикăра эндокринологи наци медицина тĕпчев центрĕ ĕçлет. Раççей наука академийĕн директорĕ Марина Шестакова академик ертсе пыракан специалистсен ушкăнĕ патшалăх заданине пурнăçласа сахăр диабечĕн кăтартăвĕсен клиникăпа эпидемиологи мониторингне тăвĕç тата Пушкăртстанри диабетологи служби мĕнле ĕçленине тĕрĕслĕç.
Май уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 4-мĕшĕччен мобильлĕ медицина центрĕ («Диамобиль») тата эндокринологи наци медицина тĕпчев центрĕн специалисчĕсен ушкăнĕ Ĕпхÿ хулинче Республика клиника больници çывăхĕнче çынсене йышăнĕç‚ ятарлă диагностика ирттерĕç. Июнь уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче «Диамобиль» Çтерлĕ хулинче ĕçлĕ‚ июнь уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче - Сибайра. Чăн малтан регионти медицина учрежденийĕсенче учетра тăракан пациентсене (450 çын) йышăнĕç.
Çынсен сывлăхне уйрăм тишкерни сахăр диабечĕ пырса тивекен органсене хак пама май парать. Унсăр пуçне асăннă чирпе çыхăннă йывăрлăхсене тупма тата чир аталаннипе аталанманнине палăртма пулăшать.
- Диабетологи экспедицийĕсене çĕршывăн регионĕсенче 2002 çулта йĕркелеме тытăннă. Вĕсен тĕллевĕ - сахăр диабечĕ сарăлнине тĕпчесси‚ диабетологи службине аталантарма тулли информаци пухасси тата пациентсене сиплевпе диагностика пулăшăвĕ парасси‚ - тенĕ эндокринологи наци медицина тĕпчев центрĕн директорĕ‚ РАН член-корреспонденчĕ Наталья Мокрышева.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас