Ĕпхÿ хулинче çулсерен иртекен «Сĕтлĕ çĕршыв» («Молочная страна») фестиваль кăçал та хăнасене хăй тавра пухĕ. Мероприяти август уйăхĕн 28-мĕшĕнче Салават Юлаев лапамĕнче иртĕ. Çакăн çинчен калакан правительствăн кирлĕ хушăвне Андрей Назаров премьер-министр алă пуснă.
Фестиваль тĕллевĕ - сывлăхлă пурнăç йĕрки тытса пырассине пропагандăласси‚ потребительсен рынокне паха продукципе тивĕçтересси.
Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов тата Ĕпхÿ хула мэрĕ Сергей Греков ертсе пыракан йĕркелÿ комитечĕ хальхи вăхăтра фестиваль ирттермелли çул-йĕр картине хатĕрлет. Министерствăсемпе ведомствăсене мероприятие çÿллĕ шайра ирттерме пулăшу пама хушнă. Ĕçсене Ял хуçалăх министерстви йĕркелесе пырĕ.
Ĕпхÿ хула администрацийĕ рекламăсем вырнаçтарассипе тата суту-илÿ точкисем йĕркелессипе‚ фестиваль шайĕнче территорие тирпей-илем кĕртесссипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлĕ. Шалти ĕçсен министерстви фестиваль вăхăтĕнче общество йĕркисене пăсакансемпе кĕрешĕ. Культура министерстви мероприятие хутшăнакансем валли уяв концерчĕ хатĕрлĕ.
2019 çулта «Сĕтлĕ çĕршыв» фестиваль рекорд лартнă - хăнасем 60 пине яхăн стакан (е 12 тонна) сĕт ĕçнĕ.