Новости
3 Июнӗн 2021, 10:10

Пушкăртстан хурт-хăмăрçисем хуртсем пысăк йышпа вилнине пĕлтернĕ

Кугарчă районĕнчи Максютово ялĕнчи Хабибуллинсен çемйи 135 вĕлле хурчĕ çухатнă. Çемье пуçĕ Эльдар пĕлтернĕ тăрăх‚ хурт-хăмăр йышпа вилме тытăннă.

Кугарчă районĕнчи Максютово ялĕнчи Хабибуллинсен çемйи 135 вĕлле хурчĕ çухатнă. Çемье пуçĕ Эльдар пĕлтернĕ тăрăх‚ хурт-хăмăр йышпа вилме тытăннă. Хурт-хăмăрçăсем вĕллесене вăрмана та‚ уй-хирсене те илсе тухаймаççĕ. Мĕншĕн тесен унти территорисене инсектицидсемпе‚ пестицидсемпе тата гербицидсемпе имçамлаççĕ. Çавна пулах республикăн пилĕк районĕнче инкеклĕ лару-тăру хуçаланнине палăртнă.
Хурт-хăмăрçăсене çакăн пирки пĕлтернĕ‚ утарĕсене хăйсен çĕр лаптăкĕсенчех хăварма сĕннĕ.
Çакна та асăнса хăвармалла: пĕр хурт çемйин хакĕ 8 пин тенке çитет. Пĕтĕмĕшле илес пулсан Хабибуллинсен тăкакĕ пĕр миллион ытла тенкĕпе танлашать. Енчен те илсе ĕлкĕреймен пыл тухăçне шута илсен çак тăкак тăватă миллион тенке пырса çапăнать.
Çавăн пекех Зианчура районĕн территорийĕнче те хуртсем йышпа вилнине сăнанă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас