Пур хыпар та
Новости
3 Июнӗн 2021, 17:40

Радий Хабиров инкеке лекнĕ çынна рысак парнеленĕ

Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Мечетли районĕнче ĕçлĕ командировкăра пулнă чухне май уйăхĕн 30-мĕшĕнче çул çинчи инкеке пула лашине çухатнă арçынна урăх янавар парнелеме сăмах панă. Ун чухне çынсем ларнă лаша лавĕ çине çăмăл автомобиль пырса кĕнĕ. Аса илтеретпĕр, лав çинчи çынсем «Куккук чейĕ» («Кукушкин чай») халăх уявне кайма тухнă пулнă. Авари хыççăн лаша йывăр аманнине пула ăна ĕмерлĕхех çывăрттарса яма тÿр килнĕ.

Паян, июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Çĕнĕ Муслюмово ялĕнче пурăнакан Марсель Шарифуллина регион ертÿçи ятĕнчен икĕ çулхи рысак панă. Хаклă парнене тăватă ураллă тусне çухатна çыннăн кил-çуртне Мечетли район администраци пуçлăхĕн çумĕ Гульназ Кадырова илсе çитернĕ.
- Пысăк тав Пушкăртстан Республикин Пуçлăхне Радий Хабирова кĕтмен парнешĕн. Эпĕ хамăн пурнăçра лашасăр пурăнма пултараймастăп. Тимлĕх уйăрнăшăн тата пулăшу панăшăн чĕререн тав тăватăп,- тенĕ юртă лаша хуçи.
«Забава» ятлă рысак хĕрÿ те шухă. Халĕ Марсель Магасумьяновичăн ăна кÿлме хăнăхтарас пулать тесе пĕлтернĕ район хаçачĕн журналисчĕ Анфиса Ишмухаметова.
Çавăн пекех республика пуçлăхĕ çул çинчи аварине пула аманнă çынсене патшалăх шучĕпе тарăн та тĕплĕ сиплеме шантарнă. Унсăр пуçне ялти культура çуртне юсĕç тата парк никĕслĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас