Пушкăртстан Республикин Министрсен Кабинечĕ хăйĕн пайташĕсем 2020 çулта ĕçлесе илнĕ тупăшсемшĕн тата харпăрлăхри пурлăхшăн отчет тунă. Чи пысăк тупăш илнисен шутне республикăри сроительствăпа архитектура министрĕ Рамзиль Кучарбаев кĕнĕ. Вăл 15,7 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Кунта тупăшăн пĕр пайĕ хваттер сутнипе çыхăннине палăртмалла. Министра тытса хупиччен (Кумертау хулинчи тасату сооруженине тунă чухнехи ĕçе пула) вăл кивĕ хваттерне сутса çĕнни туянма хатĕрленнĕ пулнă.
Пуян министрсен иккĕмĕш вырăнне Çамрăксен политики тата спорт министерствин ертÿçи Руслан Хабибов йышăннă. Декларацинче вăл 2020 çулта 9,2 млн тенкĕ ĕçлесе илни курăнать. Кунта та тупăш пĕтĕмĕшле унăн тĕп професси ĕçĕпе çеç çыхăнман. Иртнĕ çул Хабибов çĕр лаптăкĕ тата çурт сутнă, çĕнĕ куçман пурлăх туянма кредит илнĕ.
Промышленность тата энергетика министрĕ Александр Шельдяев списокри рейтингпа - виççĕмĕш. Унăн тупăшĕ 8,1 млн тенкĕпе танлашнă.