Ишимбай хулинчи следстви уйрăмĕ Ĕпхÿ районĕнче пурăнакан 36 çулхи арçынна ярса тытнă. Ăна власть представительне пусăхланăшăн айăплаççĕ.
2020 çулхи август уйăхĕн 16-мĕшĕнче айăпа кĕнĕ çын Ишимбай районĕнчи Куштау сăрт-ту çывăхĕнче пулнă чухне унпа полици ĕçченĕ хушшинче хирĕçÿ çуралнă. Çав вăхăтра арçын пакунлă çынна юри йывăç патакпа пуçĕнчен çапнă. Çапла майпа айăпланакан власть представителĕн сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ.
Следовательсемпе криминалистсем‚ ШĔМ ĕçченĕсем пĕрле следствипе оперативлă мероприятисем ирттернĕ хыççăн айăпа кĕнĕ çынна тупнă‚ ăна ярса тытнă.
Арçын хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Паянхи кун айăпа кĕнĕ çынпа малтанхи следстви ĕçĕсем ирттереççĕ‚ ăна мĕнле майпа ирĕксĕр хăвармалли мерăна суйласа илессипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухаççĕ. Уголовлă ĕçе тишкересси вĕçленмен-ха.