Раççейре тин çуралнă ачасем 36 чиртен неонаталлă стриниг (несĕл чирĕсенчен тĕрĕслени) иртĕç. Çакăн çинче РФ Правительствин премьер-министрĕ Михаил Мишустин В.И.Кулаков ячĕллĕ акушерство, гинекологи тата перенатологи енĕпе ĕçлекен медицина наука центрĕнчи канашлура пĕлтернĕ.
Пĕчĕк ачана тарăн та тĕрлĕ енлĕ тĕпчессине граждансене укçасăр медицина пулăшу памалли патшалăх гарантине кĕртнĕ.
Кулаков ячĕллĕ центрăн Генетика институчĕн директорĕ Дмитрий Трофимов çирĕплетнĕ тăрăх, çакăн пек туни ачасем пĕчĕкле вилесине 15 процент чакарма май парать.
- Вунă çул хушшинче 9 пин ытла пепкен пурнăçне сыхласа хăварма пулать. Çемьесем малашне ача çуратма палăртнă чухне медицинăпа генетика енчен квалификациллĕ пулăшу илме пултараççĕ. Çавăн пекех стационарсемпе реанимаци уйрăмĕсен ĕçĕ çăмăлланать, тиев чакать,- ăнлантарса панă вăл.
Хальхи вăхăтра ача çураттармалли çуртсенче пилĕк несĕл чирĕнчен анализ илеççĕ. Вун пилĕк çул хушшинче 20 млн ачана тĕрĕсленĕ. Çав шутра чирлисене 15 пине яхăн тупса палăртнă.
Раççейре пĕчĕк ачасене несĕл чирĕсенчен тĕрĕслессине 1993 çултанпа пурнăçлаççĕ. Ун чухне икĕ чир çеç пулнă.
#Башкортостан#Уралсасси#Нацпроекты#Здравохранение