Республикăри аграрисем хушшинче хĕллене валли выльăх апачĕ хатĕрлесси вăй илсе пырать. Июнь уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне 88 пин тонна сенаж хывнă. Çакă палăртнин 6,3 проценчĕпе танлашать. Çавăн пекех çĕр ĕçченĕсем 5,4 пин тонна утă хатĕрлесе ĕлкĕрнĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрлессипе малта пыракан районсен шутне Авăркас, Балтач, Бурай районĕсем кĕреççĕ. Кунта симĕс апат виçин шайĕ пĕр ĕне пуçне 3-4 центнера çитет.
Пĕтĕмĕшле паянхи кун тĕлне Пушкăртстанри 36 районта çак ĕçе йĕркеленĕ. Пурĕ 38 пин гектар нумай çул ÿсекен курăка çулнă. Аса илтеретпĕр, республикипе (мĕнпур категорине кĕрекен хуçалăхсене шута илсен) выльăх апачĕ валли акнă культурăсен лаптăкĕ 732 пин гектарпа танлашать.