Пур хыпар та
Новости
9 Июнӗн 2021, 12:50

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă тарифсем ÿсĕç

РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2021 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанра пурăнакансем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлекен укçа-тенкĕ виçи 3,8% ÿсĕ.

РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2021 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанра пурăнакансем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлекен укçа-тенкĕ виçи 3,8% ÿсĕ.
2021 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги тарифĕ - 5%, газ - 3%, ытти коммуналлă çăмăллăхсем вăтамран 3% ÿсĕç. Çапла майпа коммуналлă мĕнпур çăмăллăхсемшĕн тÿлекен хак 5,8 процентран иртмĕ.
Цифрăсемпе илес пулсан, июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 1 кубла метр газшăн - 7,64 тенкĕ, киловатт сехет электроэнергишĕ - 3,5 тенкĕ, пĕр кубла метр шывшăн тата пĕр кубла метр шыв юхтарса кăларнăшăн (водоотведение) – 27,5 тенкĕ, пĕр гигакалори ăшăшăн 2148,26 тенкĕ тÿлемелле пулĕ.
Республикăри виçĕ зонăра (вĕсем пурĕ пиллĕк) хытă коммуналлă каяшсемшĕн тÿлемелли тарифсем 2020 çулхи декабрь уйăхĕнчи шайран иртмен, икĕ вырăнта чакнă та.
ПР тарифсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн кăтартăвĕсем тăрăх, коммуналлă сферăри тăкаксен ытларах пайне ăшăпа тивĕçтерни (пур тÿлевĕн 45,3%) йышăнать. Иккĕмĕш вырăнта - электроэнерги (24,3%), виççĕмĕш - вĕри шыв (8,5%).
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас