Çак кунхине ялти паркра кунĕпех юратнă мультфильмсенчи тата ача-пăча кинофильмĕсенчи юрăсем янрарĕç. Чи пĕлтерĕшлĕ пулăм вара 16 сехетре пулса иртрĕ. Уяв хăнисене Наумьел ялĕн пултаруллă çамрăкĕсем концерт номерĕсемпе савăнтарчĕç.
Курма килнисем ача сачĕн воспитанникĕсене (воспитателĕ - Ираида Кузьмина)‚ кĕçĕн класс ачисене (педагогĕ - Юлия Степанова)‚ пĕр тăван Яковлевасемпе Степановасене‚ София Белякована‚ Наумьел культура çуртĕнчи ача-пăча ансамблĕсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Кĕнекесенчи Незнайка‚ Солнечный зайчик тата ытти персонажсем ачасемпе вăхăта хаваслă ирттерчĕç. Анна Ермолаева çыхнă теттесен куравĕ уйрăмах пысăк интерес çуратрĕ. Уяв программине палаткăра ирттернĕ кĕнеке пикникĕ‚ кĕнеке йывăççи‚ юмах викторини илемлетрĕç.
Унтан паркра спорт эстафетисем‚ вăйăсем‚ велочупу‚ асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсĕ тата дискотека иртрĕ. Мероприяти çитмĕл ытла уяв хăнине - ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене‚ аслашшĕ-асламăшсене - хавас кăмăл парнелерĕ.
Уяв спонсорĕсем - Балыклыкуль ял хутлăх администрацийĕ (пуçлăхĕ - Любовь Александрова) тата «Ягодка» магазин (Сергей Яковлев) - ача-пăча сапантуйне хутшăннисене парнесем парса тата пылак мороженăйпа хăналаса савăнтарчĕç.
Оксана МАТВЕЕВА.
Авăркас районĕ‚
Наумьел ялĕ.