РФ Патшалăх Думин депутачĕсем иккĕмĕш вулавра РФ Угловлă кодексне тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Çĕнĕлĕх руль умне иккĕмĕш хут ÿсĕр ларакансене явап тыттарассине хытарассипе çыхăннă. Тÿрлетÿ тăрăх, административлă наказани панă, руль умне ÿсĕрле ларса судпа айăпланнă çынсене виçĕ çул таран ирĕксĕр хăварассине хытарма палăртнă.
Çавăн пекех штраф виçине ÿстерме, ăна 300-500 пине çитерме (маларах çак хисеп 200-300 пин пулнă) сĕнеççĕ. Е тата 1-2 çул ирĕксĕр хăварас вырăнне айăпланаканăн ĕç укçине е ытти майпа ĕçлесе илнĕ таххутне тытса юлма пултараççĕ. Ĕçпе наказани парассине пăрахăçлĕç.
Хальхи вăхăтра пурнăçа кĕрекен саккунсем тăрăх, руль умне тепĕр хут та ÿсĕр ларакансене икĕ çула ирĕксĕр хăвараççĕ. Ку – чи пысăк айăплав шутланать.