Пур хыпар та
Новости
9 Июнӗн 2021, 11:58

«Салам-2021» çула тухнă

Фестиваль икĕ пайран тăрать: 1-мĕшĕ - «Шăпчăк сасси» чăваш эстрада юррисен фестивалĕ (11.00 - 13.00 сехетчен), 2-мĕшĕ - «Салам» чăваш юррипе ташшин фестивалĕ (14.00 -17.00 сехетчен) . Мероприяти Ĕпхÿ хулинчи С.Т. Аксаков ячĕллĕ паркра иртет.

«Салам-2021» фестивале Пушкăртстан Республикипе Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенчи вокал, фольклор, ташă, кĕвĕ инструменчĕпе калакан пултарулăх ушкăнĕсем (14 çултан пуçласа) хутшăнма пултараççĕ. Пултарулăх ушкăнĕнче 15 çынран ытла пулмалла мар. «Салам-2021» сакăр тĕрлĕ номинаципе иртет. Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне йĕркелÿ комитечĕ палăртнă сумлă жюри членĕсем хак парĕç. Çĕнтерÿçĕсене I, II, III степень лауреачĕсем, I, II, III степень дипломанчĕсем ятсем, фестивале хутшăннăшăн дипломсем парса чыслĕç.
Фестиваль положенийĕпе тĕплĕнрех ПР Халăхсен туслăх çурчĕн, «Хĕвел» Пушкăртстанри чăвашсен центрĕн сайчĕсенче паллашма пултаратăр. Заявкăсене июнь уйăхĕн 25-мĕшчен syvar-102@mail.ru электрон почта çине ярса памалла. Фестиваль пирки ыйтса пĕлмеллисем пулсан Оксана Федоровна Савельева (8-996-400-16-74), Виктория Валериевна Гильдеева (8-919-617-03-92) координаторсемпе çыхăнма пултаратăр. Кашни номинаципе уйрăм заявка çырмалла.
Йĕркелÿ комитечĕ.
Читайте нас