Пушкăртстанра çынсем ытларах юн тымарĕсен чирĕпе чирленине палăртнă. Çак пулăм кăшăлвируспа тата ÿпке шыççипе (внебольничная пневмония) чирленĕ хыççăн палăра пуçланă. Малта пыракан чирсем çинчен ПР Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Комсомольская Правдра- Уфа» йĕркеленĕ çавра сĕтелре пĕлтернĕ. Канашлăва чирсене хирĕç паянхи самана ыйтнипе профилактика ĕçĕсем туса ирттерессине халалланă.
- Ытти чирсем те, сахăр диабечĕ, хырăмлăхпа пыршăлăх çулĕн чирĕсем, пациентсене тăтăшах канăçсăрлантараççĕ. Ăçта-тăр эпир сахалрах, ăçта-тăр нумайрах чирлеме пуçларăмар. Пандеми чирлисен тавракурăмĕсене те хăйĕн витĕмне кĕртрĕ. 2020 çулта чĕре ыратнипе, юн пусăмĕ ÿснипе васкавлă пулăшу чĕнтересси 20% чакнă. Тĕрĕссипе каласан, çынсем чăтнă, анчах медицина пулăшăвĕ ыйтман. Кăшăлвируспа чирлесрен хăранă, -пĕлтернĕ Максим Забелин.
Çулсерен 13,5-14 пин онкологи чирĕпе чирлекенсене тупса палăртаççĕ. Чир самаях шала кайнă пулсан та нумайăшĕ тухтăр патне сипленме пĕрремĕш хут кайнă.
- Шел пулин те, иртнĕ çул эпир икĕ пин пациента çухатрăмăр. Çакă эпидемиологи кăтартăвĕсене пула диспансеризаципе профилактика ĕçĕсене чарса тăнипе те çыхăннă. Унсăр пуçне çынсем хăйсем те тухтăр патне вăхăтлă кайман. Ку сăлтав та хăйĕн тÿрлетĕвĕсене кĕртнĕ, - пĕлтернĕ министр.
Ведомство ертÿçи республика çыннисене кăçал Пушкăртстанри медицина учрежденийĕсенче иртекен диспансеризацисене хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă.
#Башкортостан#Уралсасси#Нацпректы#Здравоохранение#