Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан (Куезбашево) ялĕнче июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕрле пулса иртнĕ пушар çынсем вилнипе вĕçленнĕ. Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна Раççей Инкеклĕ лару-тăру министерствин вăйĕсемпе хатĕрĕсем тата Батыр ял Канашĕн ирĕклĕ пушар команди килсе çитнĕ. Шел пулин те вут-çулăм тухнине кая юлса пĕлтернĕ. Пушар сÿнтерекенсем вырăна килсе çитнĕ çĕре пĕренерен тунă пĕр хутлă çурт лаппăшĕпе çулăмпа çуннă.
- Пушара сÿнтернĕ хыççăн икĕ çыннăн ÿтне тупнă: 42 çулхи арçын тата 4 çулхи ача. Вĕсем ашшĕпе хĕрĕ пулнă,- пĕлтернĕ РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленин пресс-службинче. – Тĕрĕсленĕ хыççăн çуртра нумай ачаллă пилĕк çынран тăракан çемье (ашшĕпе амăшĕ тата виçĕ ача) пурăнни паллă. Шифер шаплатса çурăлнипе малтан амăшĕ ыйхăран вăраннă. Вăл верандăна тухнă та унтан вут-çулăм алхаснине асăрханă. Çакăн хыççăн хĕрарăм залра çывăракан упăшкипе ачисене вăратма васканă. Çунакан çуртран алăк урлă тухма май килмен. Çавна пула ачасен ашшĕ хĕвел анăç енчи чÿречене ватса арăмĕпе икĕ ачине тула тухма пулăшнă.
Пушара сÿнтерме 23 çын хутшăннă тата 10 единица техника явăçтарнă. Халĕ вырăнта пушар тĕпчев лабораторийĕн эксперчĕсем, следствипе оперативлă ушкăн, Раççей Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознавателĕ ĕçлеççĕ, «хĕрлĕ автан» мĕн сăлтава пула тухнине уçăмлатаççĕ.