Пушкăртстанри Тĕрĕслевпе шутлав палати (КСП –вырăсла), 2020 çулта РФ Шутлав палати пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх пулăшăвĕ панин тухăçлăхне пĕлес тесе пуçарса янине шута илсе, аудит терĕслев ирттерет.
Тĕрĕслеве «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство тата уйрăм предпринимательсен пуçарăвĕсене пулăшу кÿресси, кризиза хирĕçле майсене пурнăçа кĕртесси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ тенĕ те регионти Тĕрĕслевпе шутлав палатинче. Тĕрĕслев списокне Экономика аталанăвĕн, Промышленность, энергетика тата инноваци политикин министерствисем, Предпринимательство патшалăх комитечĕ, Пĕчĕк предпринимательствăна аталантармалли тата пулăшмалли фонд, «РЛК Республика Башкортостан» ООО, «Башкирская микрокредитная компания». ПР Гаранти фончĕ, «Мой бизнес» центр, республикăри технопарксем кĕнĕ. Аудит шутлав июнь- июль уйăхĕсенче иртмелле. Юлашки тăватă организацине камеральлĕ терĕслĕç тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Тĕрĕслевпе шутлав палатинче.