Пур хыпар та
Новости
11 Июнӗн 2021, 11:28

Хĕрарăм ту çинче çухалса кайнă

Июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Баймак районĕнчи Мукасово ялĕнче çамрăках мар мăшăр мăнукĕпе пĕрле тусем çине ут касăвне (табун лошадей) тĕрĕслеме кайнă. ПР Патшалăх комитечĕн инкеклĕ лару-тăру пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем автомобильне çул хĕррине хăварнă. Малалла пĕр-пĕринчен уйрăлса çуран кайнă. Каялла арçынпа мăнукĕ çеç таврăннă.

Çывăх çыннине хăйсем тĕллĕн шырани ним патне те илсе çитермен. Ватă çынпа мăнукĕ васкавлă пулăшу службине шăнкăравланă.
«Аварипе пулăшу служби часах çула тухнă. Хăтаруçăсем çухалнă хĕрарăма хăвăрт шыраса тупнă», - пĕлтернĕ ведомствăра.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас