Ĕнер, июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, каçхине Авăркас районĕнче вăйлă пăр çунă. Çут çанталăкăн çакăн евĕр пулăмĕ пуласси çинчен Инкеклĕ лару-тăру министерстви те маларах пĕлтернĕччĕ. Анчах та вырăнта пурăнакансемшĕн инкек кĕтмен çĕртен килсе тухнă. Уйрăмах пăр Меселпуç ялĕн çыннисене пысăк сăтăр тунă.
«Авăркасă хыпарçи» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, сад-пахчасенче хăяр, çырлапа чечек тĕмĕсем тата ытти ÿсен-тăран сиенленнĕ.
- Çур сехет хушшинче мĕн пурри пурте çĕрпе танлашрĕ. Пăр лартнă-акнă ÿсен-тăрана тĕп турĕ, -тесе кăмăлсăр калаçать вырăнти халăх.
Халĕ меселпуçсем çут санталăк сиен кÿнĕ ĕçĕн тăкакĕсене шута илеççĕ. Вăл пысăк пулни каламасăрах паллă.