Пушкăртстанра сайра тĕл пулакан, пĕртен-пĕр наци капăрлăхне хатĕрлĕç тесе пĕлтернĕ Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăн йĕркелÿ комитетĕнче.
Тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшле форума хăнасем 48 çĕршывран килме кăмăл тунă. Вĕсем пурте тимĕр укçа илсе килеççĕ. Çак укçасемпе пушкăрт хĕрарăмĕн капăрлăхне – кăкăр витти (нагрудник) - хатĕрленĕ çĕрте усă курĕç.
Сайра тĕл пулакан наци костюмĕн пĕр пайĕ Пушкăртстан Республикин наци музейĕнче упранĕ.