Пур хыпар та
Новости
14 Июнӗн 2021, 14:10

Александр Савельев-САС çыравçа юлашки çула ăсатрĕç

Ĕнер, июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Пушкăртстанри чăваш çыравçисем, çав шутра «Шуратăл»литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем те, хайсен шур сухалне (аксакалне) Александр Сергеевич Савельев-САСа юлашки çула ăсатрĕç. Паллă та çивĕч ăс-тăнлă 88 çулхи сăмах ăстипе сывпуллашма Авăркас районĕнчи Юламан ялне (писателĕн таван ялĕ) пĕтĕм республика пухăнчĕ.

Ĕнер, июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Пушкăртстанри чăваш çыравçисем, çав шутра «Шуратăл»литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем те, хайсен шур сухалне (аксакалне) Александр Сергеевич Савельев-САСа юлашки çула ăсатрĕç. Паллă та çивĕч ăс-тăнлă 88 çулхи сăмах ăстипе сывпуллашма Авăркас районĕнчи Юламан ялне (писателĕн таван ялĕ) пĕтĕм республика пухăнчĕ.
Çыравçăн килĕ умĕнче йĕркеленĕ хурлăхлă уйрăлу митингне Авăркас район Канашĕн секретарĕ Владимир Федоров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Сăмах калакансен шутĕнче районти чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Юрий Леонтьев, Авăркас тăрăхĕнчи çыравçăсен «Кăвак çăлкуç» литература пĕрлешевĕн председателĕ Варис Акбашев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов журналист, Ĕпхÿ хулинчи "Салампи"чăваш хĕрарăмĕсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева профессор, «Шуратăл» литпĕрлешÿн яваплă секретарĕ Геннадий Челпир савăç, Çтерлĕри «Тавах» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи Ольга Иванова, ПР чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Федор Кузьмин, Зинаида Сурпанпа Петĕрсен Наташши, Нина Федорова сăвăçсем, çыравçăпа ача чухне пĕрле ялти шкулта вĕреннĕ Николай Васильев чăваш наци академикĕ тата ыттисем пулчĕç. Кашниех Александр Сергеевичăн ырă та пархатарлă ĕçĕсене аса илсе сывă чухнехи кăмăллă та ăшă тĕлпулусемпе пулăмсем çинче чарăнса тăчĕç, Пушкăртстан чăвашĕсемшĕн çак çухату ытла та пысăк пулнине палăртрĕç. Паллах, куçсем шывланмасăр та пулмарĕ.
Чăн та, çак вашават та шÿтлеме юратакан çын пурнăçра çамрăк ăрăва хăйĕн виçеллĕ те вырăнлă канашĕсемпе тĕрлĕ самантра нумайăшне пулăшнă, тĕрĕс çул çине тăратнă. Çавна пулах пулĕ масар çинче те çыравçăн тупăкне шăтăка антарас умĕн унран каçару ыйтса тав тăвакансем татах сăмах калас текенсем чылай пулчĕç. Унăн вĕренекенĕсемпе вулаканĕсем, кÿршисемпе тăванĕсем…
Çапла, пирĕн сумлă çыравçă тăван ялĕн масарĕ çинче ĕмĕрлĕхех канăç тупрĕ. Пирĕн вара, сыввисен, пурнăç лавне малалла туртмалла. Аслисем вĕрентнĕ тата хăнахтарнă пек. Александр Сергеевичăн çутă сăнарĕ вара пирĕн чĕресенче упранĕ. Лăпкă çывăр, аслă тусăмăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас