Пушкăртстанра 2017-2020 çулсенче 3,4 млрд тенкĕлĕх çичĕ апат-çимĕç тата ăна тăвакан промышленноç проектне хута янă. Ял хуçалăх министерствинче тата 50,8 млрд тенкĕлĕх 42 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртнине пĕлтернĕ.
Отрасле аталантарас ĕçре «Белебеевский молочный комбинат» ОАО, «Сигма» ГК, «Таврос» ГК, «Уфагормолзавод» ООО, «Птицеводческий комплекс «Урал» ООО, «Хладобойня «Строганов» ООО, «Траст птицеводческий активы» ертсе пыракан компанин тÿпи пысăк. Кризислă 2020 çулта та апат-çимĕç отраслĕ производствăна кирлĕ шайра тытнă. «Пандеми çулĕнче çĕршыв чиккисем хупă пулсан та республикăра апат-çимĕç дефицичĕ пулмарĕ», - палăртнă министр çумĕ Юрий Лысов ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн ларăвĕнче продовольстви хăрушсăрлăхĕ пирки сăмах хускатнă чух.
Республикăра Апат-çимĕç тата ăна тăвакан промышленноçăн 2021-2026 çулсенчи аталану концепцине йышăннă. Унпа Сибай хулинче июнь уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче иртекен «Зауралье» Пĕтĕм Раççейри форумра паллаштарĕç. Асăннă программăна пур пек прозводствăсене çĕнетес, çĕннисене тăвас, пĕчĕккисене аталантарас, республикăра туса кăларакан продукцие сарас ыйтусене кĕртнĕ. Концепцин йĕркине пурнăçлани апат-çимĕç производствин калăпăшне икĕ хут – çулталăкне 200 млрд тенке яхăн – ÿстерме май парĕ.