Новости
15 Июня 2021, 07:50

Пушкăртстанра 11 пин ытла хисеплĕ донор шутланать

Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери Донорсен кунĕ. Унăн тĕллевĕ - хăрушсăр юнпа унăн продукчĕсем кирли, çынсем хăйсен ирĕкĕпе юн пани наци сывлăх системишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтересси.

Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери Донорсен кунĕ. Унăн тĕллевĕ - хăрушсăр юнпа унăн продукчĕсем кирли, çынсем хăйсен ирĕкĕпе юн пани наци сывлăх системишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтересси. Çак кун çынсем хăйсен ирĕкĕпе юн парассине аталантарас тĕллевпе кирлĕ рессурсемпе тивĕçтерме, системăпа инфраструктура йĕркелемелли сăлтав шутланать. Хăрушсăр юнпа унăн продукчĕсем тата юн ярассипе çыхăннă ытти çăмăллăхсем медицина пулăшăвĕпе обществăлла сывлăх сыхлавĕн чи пĕлтерĕшлĕ пайĕсем шутланаççĕ. Çак ĕç кашни кунах миллион çын пурнăçне çăлма, çавăн пекех нумай чирлĕ çын сывлăхне лайăхлатма пулăшать. Юн кирлĕлĕхĕ - пĕтĕмĕшле ыйту, анчах пурне те юнпа тивĕçтерсе пулмасть. Вăл çитменни уйрăмах аталанакан çĕршывсенче çивĕч тăрать. Кашни чирлĕ çыннах юнпа тиçĕтерес тесен пур çĕршывра та хăйсен ирĕкĕпе юн паракансем, донорсем, кирлĕ. COVID-19 пандеми тăршшĕпех çул çÿрессипе çыхăннă тата ытти йышши йывăрлăхсене пăхмасăр, тĕрлĕ çĕршывсенчи юн паракан донорсем, чирлĕ çынсене юн тата плазма пама пăрахмарĕç.
Пушкăртстанри юн яракан центрăн кăтартăвĕсем тăрăх, паян кун республикăра 11 пин ытла Раççей хисеплĕ донорĕ шутланать. Маларах пĕлтернĕ тăрăх, Пĕтĕм Раççейри саккăрмĕш конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Чи нумай юн паракан» номинацире пирĕн республикăри Вафир Тляпов донор (пурĕ 175 хут панă) çĕнтернĕ. Пушкăртстан Республики кашни çулах конкурса хутшăнса парнеллĕ вырăнсем йышăнать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас