Новости
15 Июнӗн 2021, 11:15

Суя сиплевçе 15 пин тенкĕлĕх штраф панă

Бирскри район хушшинчи Пушкăртстан сучĕ Удмурти республикинче пурăнакан 45 çулхи хĕрарăма мошенничество, çын пурлăхне ултавлă майпа туртса илнĕшĕн айăплав приговорĕ йышăннă.

Бирскри район хушшинчи Пушкăртстан сучĕ Удмурти республикинче пурăнакан 45 çулхи хĕрарăма мошенничество, çын пурлăхне ултавлă майпа туртса илнĕшĕн айăплав приговорĕ йышăннă.
Судăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, мошенница хĕрарăмăн пÿртĕнче пулнă май пур чир-чĕр сăлтавĕ пăснинче (порча) тесе унăн ăс-тăнне пăтраштарса пĕтернĕ, пулăшма шантарнă. Суя сиплевçĕ айванкка хĕрарăма 30 пин тенкĕ укçа илсе килме хушнă. Ун шучĕпе кĕлĕсем вуласа çак укçана темиçе кун тĕп сакайĕнче усрамалла пулнă имĕш. Йăла-йĕркене вĕçлесен ултавçă хĕрарăм тĕп сакайне укçана вырнаçтарма аннă. Тĕрĕссипе вара нухрата хăй кĕсйине чикнĕ те вырăнтан çухалнă. Укçа-тенкĕпе хăйне кирлĕ пек усăланса айванкка çынна сиен кÿнĕ.
Йĕрке хуралçисем айăплă çынна тытса чарма пултарнă. Ăна «мошенничество» статйипе айăпланă тата патшалăх тупăшне 15 пин тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Хальлĕхе приговор вăя кĕмен-ха.
Читайте нас