Новости
16 Июня 2021, 05:24

Чăваш ялĕсем юбилей уявĕсене йыхравлаççĕ

Пушкăртстанра чăваш ялĕсем - 192, хутăш йышпа пурăнаканнисем 72 (чăвашпа вырăс ялĕсем - 38, чăвашпа тутар - 14, чăвашпа пушкăрт - 9, чăвашпа мордва - 7, чăвашпа украин - 3 тата чăваш-вырăс-пушкăрт - 1) шутланаççĕ.

Çак ялсен кашнийĕнех хăйĕн историйĕ: пĕрисем никĕсленнĕренпе виççĕмĕш ĕмĕр пырать, теприсем совет саманинче çĕр çинче тымар янă. Тен, халăхĕ те тĕрлĕрен пулĕ, анчах та вĕсене чăваш чĕлхи пĕрлештерет.
Çак кунсенче, тĕрĕсрех каласан, июнь уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Мияки районĕнчи Тимеш ялĕ 260 çул (вăл иртнĕ çул пулнă, анчах та кăшăлвирус пандемине пула тăхтаса тăма тивнĕ) тултарнине паллă тăвать. Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуçăн (Васильевка) 225 çулхи юбилейне тепĕр кун, июнĕн 19-мĕшĕнче, халăх йышлă пухăнмалла. Çав кунах Пишпÿлек районĕнчи Алексеевка ялĕнче пурăнакансем те пĕчĕк тăван кĕтесĕн 100 çулне халалласа йышлă хăнасемпе тата ял-йышпа уяв ирттерме палăртнă. Унта та, кунта та уяв мероприятийĕсем çÿллĕ шайра иртессе шанатпăр. Йĕркелÿ комитечĕсем ыйтнипе пурне те савăнăçлă мероприятисене çитсе курма, чăваш йăли-йĕркипе савăнса кулма йыхравлатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас