Пур хыпар та
Новости
16 Июнӗн 2021, 14:55

Кĕтÿç ÿтне чĕр чунсем кăшланă

Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Элшей районĕнчи Раевка ялĕнчен пилĕк çухрăмра, кÿлере, кăшласа пĕтернĕ кĕтÿç ÿтне тупнă. Вилнĕ çын Раевкăра пурăнакан 55 çулхи арçын пулнă. Асăннă информацие «Башинформ» агентствăна муниципалитет пуçлăхĕ Дамир Мустафин тата республикăри Следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ.

Малтанхи кăтартусем тăрăх, кĕтÿçе ял çыннисем тара тытнă пулнă. Ирхине выльăхсем кĕтÿрен хăйсем тĕллĕн таврăннă, вĕсемшĕн яваплă çын вара килне çитеймен.
- Арçын чĕри начар ĕçленипе вилсе кайнă. Ÿчĕ çинче вилнĕ хыççăн тискер чĕр чунсем çыртса пĕтернĕ йĕрсем пур. Кĕтÿç вилĕмĕпе çыхăннă факт тăрăх, следстви умĕнхи тĕрĕслев иртет, - пĕлтернĕ Раççей следстви комитечĕн регионти управленийĕн пресс-службинче.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас