Умсăмахсенче ку илемлĕ, алла тытма кăмăллă кĕнекене мĕншĕн çут тĕнчене кăларма шутланине автор хăй ăнлантарса парать. «Çак кĕнеке кĕвĕ-çемĕпе çутă курнă букварь (чăваш сас палли пуххи пулать) чăваша çутта тухма пулăшакан кашни учителе сума суса тата ÿсен-пыран ача-пăчана усă кÿрес тĕлĕшпе хайланчĕ», - çырать Александр Гаврилович.
Ку кĕнеке - кĕвĕллĕ букварь. Кашни сас паллин хăйĕн кĕвви тата сăвви пур. Кашни сас паллине мĕнле юрламаллине нотăпа кăтартса панă. Музыка вĕрентекенĕсемшĕн ку питĕ паха. Унсăр пуçне кашни кĕнеке çумне флешка пулать. Унпа нота пĕлменнисем кашни сас паллин кĕввине вĕренме пултараççĕ. Мĕнпе паха-ха çак букварь? Кĕвĕленĕ сăмах яланах асра юлнипе, юрланă май ачан чунĕ савăнăçпа тулнипе.
«Сас палли юрлать» кĕнекене типографине ярса париччен «Канаш» хаçат тĕпелĕнче редакци ĕçченĕсем калăплама пулăшнă.
А.Г. Пешнене эпир пĕрремĕш кĕнеке кун çути курнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр. Вĕренÿ тата шкулчченхи вĕренÿ заведенийĕсем валли питĕ усăллă пособи пуласса шанатпăр.
Елена ФЕДОРОВА. Чĕмпĕр облаçĕ.