Пушкăртстанри Çтерлĕ районĕнче ĕçпе юсакан 4№ колонин территоринче арçынна тытса чарнă. Вăл кунта уголовлă явап тытакан çын патне апат-çимĕç пама килнĕ.
Илсе килнĕ юр-вара тĕрĕсленĕ чух симĕс тĕслĕ япала тултарнă виçĕ полиэтилен пакет тупнă. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн вăл 12 грамм ытла наркотик хутăшĕ пулнине пĕлнĕ.
Раççей шалти ĕçсен министерствин Çтерлĕ районĕн уйрăмĕнче арçынна хирĕç «наркотик тытăмĕллĕ япаласене саккуна пăсса туяннишĕн, усранишĕн, тунишĕн, сарнишĕн» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.