Новости
16 Июнӗн 2021, 06:32

Уява кĕркуннене куçарнă

Пелепей хулинче иртекен «Хавхалану çăлкуçĕсем-2021» регионсем хушшинчи поэзи фестивалĕн йĕркелÿ комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, уявăн гала-концертне (пĕтĕмлетÿсене шăпах çавăн чухне тăваççĕ) кĕркуннене куçарнă.

Пелепей хулинче иртекен «Хавхалану çăлкуçĕсем-2021» регионсем хушшинчи поэзи фестивалĕн йĕркелÿ комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, уявăн гала-концертне (пĕтĕмлетÿсене шăпах çавăн чухне тăваççĕ) кĕркуннене куçарнă. Çак йышăнăва эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе тата бюджет тăкакĕсене перекетлес тĕллевпе тунă.
Мероприяти 2021 çулхи сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери Аксаков уявĕнче, С.Т.Аксаков çуралнăранпа 230 çул çитнине халалланă церемони вăхăтĕнче иртĕ. Фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене çак кун палăртĕç. Пурне те чăтăмлăх çитерме ыйтатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас