Новости
17 Июня 2021, 07:50

Наркокурьерсен ушкăнне судпа айăплĕç

Пушкăртстан прокуратури республикăра пурăнакан 4 çынна (27 - 40 çулхисем) хирĕç айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Вĕсене мĕнле ĕçе, миçе хутчен хутшăннине кура «саккуна пăсса пысăк йышпа наркотик тытăмĕллĕ япаласене сутнишĕн» статьяпа айăплĕç.

ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, айăпланакансем ятарласа йĕркеленĕ ушкăна хутшăнса наркотиксене интернет-магазин урлă салатнă. Вĕсем пысăк йышпа, сахал шутпа тата ваккăн суту-илÿ тунă. Юраман тавара вăрттăн вырăнсене вырнаçтарнă.
«Саккуна хирĕç тăвакан ĕçе полицейскисем чарнă. Йĕрке хуралçисем 10 килограма яхăн наркотик тытăмлă япаласене, электрон виçене, полимер хутаçĕсене тата ытти тултармалли хатĕрсене туртса илнĕ», - пĕлтернĕ республикăри надзор ведомствин пресс-служби.
Айăпланакансен хăйсен айăпне йышăнман. Уголовлă ĕçе республикăри Аслă суда пăхса тухма янă.
Читайте нас