Пур хыпар та
Новости
18 Июнӗн 2021, 17:20

Пушкăртстанри икĕ медицина ĕçченĕ Пирогов орденне тивĕçнĕ

РФ Президенчĕн В.В. Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн икĕ Ĕпхÿ врачĕ, Вероника Говоровапа Наталья Ноздрина регионти Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн ĕçченĕсем, Пирогов орденне тивĕçнĕ. «Кăшăлвирус (COVID-19) инфекцийĕпе кĕрешес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тата професси тивĕçне пурнăçланă май паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн» пĕтĕмлетсе каланă наградăна Медицина ĕçченĕсен кунĕ умĕн чаплă лару-тăрура тĕп федераллă инспектор панă. Паян, июнь уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Алексей Касьянов ĕçлĕ çул çÿревпе асăннă центра çитнĕ.

Пирогов орденне патшалăх пуçлăхĕ 2020 çулта йышăннă. Ăна çĕршыври уйрăмах палăрнă тухтăрсене параççĕ. Наградăсемпе чысланă май Алексей Касьянов пандемипе кĕрешнĕ май медицина ĕçченĕсен хул пуççийĕсем çине пысăк яваплăх тиеннине палăртнă.
- Хăвăр вăйăратата вăхăтăра, нумай чухне пурнăçăра та шеллемесĕр, эсир республикăри халăха ăнăçлă санитарипе эпидемилоги лару-тăрăвĕпе тивĕçтеретĕр. Нумайăшĕ кăшăлвирус хăй те чирлерĕ. Сиртен кашниех хăй ĕçне 100% тата ытларах та пурнăçланине шанса тăратăп. Медицина сферинчи эсир тăвакан ĕçе чи çÿллĕ шайра хак панă, - тенĕ тĕп федераллă инспектор.
Çавăн пекех Пушкăртстанри тепĕр тăхăр медицина ĕçченне Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хỹтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Пушкăртстанри управленийĕн ведомство наградисемпе палăртнă. Вĕсен хушшинче опытлă врачсемпе медицина отраслĕнче тин ĕçлеме пуçланисем те пур.
Çав кунах Алексей Касьянов коллектива ПР Гигиенăпа эпидемилоги центрĕн тĕп врачĕпе Мария Скотаревапа паллаштарнă. Тĕп федераллă инспектор çĕнĕ ертÿçĕн професси ăсталăхне палăртнă, çĕнĕ ĕçре ăнăçу суннă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас