Пур хыпар та
Новости
18 Июнӗн 2021, 12:49

Çтерлĕ хулинче «Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вун виçĕ çул участокне юсĕç

Пушкăртстанри Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи строительство сезонĕнче подрядчиксем Çтерлĕ хулинчи 13 çул-йĕр объектне юсĕç. Чи малтан Карл Маркс урамĕнчи çула, Б. Хмельницкий урамĕнчен пуçласа Нагуманов урамĕ таран, çĕнетĕç. Асăннă тăрăхра сахал мар социаллă объект – «Салават» кинокомплекс хыçĕнчи сквер, Киров ячĕллĕ парк, уйрăм харпăрлăх шутланакан ача сачĕ, 4№ шкул, пушкăрт искусство колледжĕ – вырнаçнă.

Чи вăрăм объект Днепропетровская шутланать. Новая урамран пуçласа Черноморская таран - 5,24 çухрăм. Çавăн пекех Сагитов урамĕнчи 2,8 çухрăм çула, Казин урамĕнчен пуçласа Черноморск таран, юсĕç.
Чи пĕчĕк участок - Суханова урамĕнче (Гоголь урамĕнчен пуçласа Çтерлĕпуç тракчĕ таран), 0,416 çухрăм.
Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕп тата машинăсем уйрăмах нумай çÿрекен çул участокĕсене - Худайбредина (Элеваторная урамĕнчен пуçласа Советская таран), Мир (Сагитова урамĕнчен пуçласа), Черноморкая ( Худайбердина урамĕнчен пуçласа Насыри урамĕ таран) урамĕсене - юсанă.
Çавăн пекех çывăх вăхăтра Халтурин урамне (127№ çуртран пуçласа Баумана енне пăрăниччен), Ĕпхÿ трактне (Олег Кошевой урамĕнчен пуçласа хуларан тухиччен), Октябрь проспектне (Ĕмĕрхи çулăм ункăран пуçласа Коммунистическая таран)юсама пуçлĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#Нацроекты#Безопасныеикачественныеавтомобильные дороги#
Читайте нас