Тума тивĕçлĕ вакцинацие тутарман сотрудника ĕçрен хăтарма пултараççĕ. Çав вăхăтрах регионта санитари врачĕн ĕçченсен уйрăм категорине вакцинаци тăвасси çинчен постановлени пулмалла. Кун пирки РФ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Антон Котяков пĕлтернĕ.
- Прививка тăвасси çинчен субъектсенчи тĕп врачсем йышăну тăваççĕ. Енчен те эпидеми кăтартăвĕсем тăрăх прививка тумаллах пулсан, килĕшуллĕ документа кĕртнĕ граждансене вакцинацилемеллех, - тенĕ министр.
Ун сăмахĕсем тăрах, ĕçченсен прививка тутармасса сăлтав çук пулсан, эпидеми вăхăтĕнче вĕсене ĕçрен тÿлевсĕр хăтарма пултараççĕ.
Маларах Республикăри Роспотребнадзор ертÿçи Анна Казак Пушкăртстанра кăшăлвируспа чирлесси ÿссе пыни, анчах та çакă патшалăх тĕп санитари врачĕн прививкăна тумаллах текен йышăнăвне пурнăçа кĕртмелли сăлтав шутланманнине пĕлтернĕччĕ.