Кремль Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн черетлĕ тÿрĕ линийĕ пирки пĕлтернĕ. Вăл июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртĕ. Ĕпхÿ вăхăчĕпе 14.00 сехетре пуçланать. Программăна «Пĕрремĕш», Россия 1», «Россия 24», НТВ, ОТР, «Мир» каналсемпе, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио Росии» радостанцисем урлă пĕлтерĕç.