Пур хыпар та
Новости
21 Июнӗн 2021, 17:15

Çăткăн кайăк тапăннипе куçсăр юлнă

Пушкăртстанра çăткăн кайăк тапăннă хыççăн ача куçсăр юлнă. Асăннă пулăм Салават районĕнче пулса иртнĕ.

Пушкăртстанра çăткăн кайăк тапăннă хыççăн ача куçсăр юлнă. Асăннă пулăм Салават районĕнче пулса иртнĕ. Юнусово ялĕнчи темиçе ача Тикеево ялĕ çывăхĕнчи çырмана шыва кĕме кайнă. Каялла киле таврăннă чух арçын ача курăк ăшĕнчи тăмана чĕппине хăйĕнпе илнĕ. Кайăк хăй чĕппине хÿтĕлеме ыткăннă. Тăмана тĕллесе ача куçне тапăннă. Арçын ачана пульницăна çитернĕ, анчах та суранланă куçа хăтарса хăварайман. Ĕпхÿ хулинче ăна темиçе операци тунă.
Специалистсем ăнлантарнă тăрăх тăмана ытти çăткăн кайăксем пекех чĕпписене хÿтĕлесе кÿрентерекен çине тапăнма пултарать.
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас