Пур хыпар та
Новости
22 Июнӗн 2021, 12:40

Ĕпхÿри икĕ вун пĕрмĕш класс хĕр ачи ППЭ 100 бала çырнă

Вĕсенчен пĕри 115№ гимназинчен вĕренсе тухакан Гульнара Багданова. Унăн вĕрентекенĕ – Ирина Александровна Стенгач.

Вĕсенчен пĕри 115№ гимназинчен вĕренсе тухакан Гульнара Багданова. Унăн вĕрентекенĕ – Ирина Александровна Стенгач.
- Гульнара ялан олимпиадăсене хутшăнакан, «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренекен, çирĕп тĕллевлĕ хĕр ача. Эпĕ унпа 9 уйăх ĕçлерĕм. Гульнарăн маларах ăша хывнă пĕлĕвĕсем çирĕпчĕ. Тавтапуç унпа маларах ĕçленĕ вĕрентекенсене. Хĕр ача çине тăрса вĕреннипе уйрăлса тăрать,тĕрĕслев (пробные) экзаменĕсемшĕн ялан пысăк балсем илетчĕ. Гульнара журналист пулма ĕмĕтленет, - каласа панă Ирина Стенгач.
Патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменне (ЕГЭ) 100 бала тепĕр тытаканĕ Ĕпхÿри Фатима Мустафина ячĕллĕ 20№ пушкăрт гимназинчен вĕренсе тухакан Юлия Халилова. Ăна пĕлÿ параканĕ - Фирдаус Фанузовна Кутлугильдина.
- Юлия Халилова 1-мĕш класран пирĕн гимназинче вĕренет. Питĕ тăрăшуллă хĕр ача, пĕлÿ илессишĕн çунать. Кунта, паллах, вĕрентекенĕн тÿпи пысăк. Ашшĕ-амăшĕ те хĕр ачан вĕренĕвĕ пирки кăсăклансах тăраççĕ. Юлия пĕлĕвне малалла медицина университетĕнче тăсасшăн, - пĕлтернĕ 20-мĕш гимназин директорĕ Зульфия Галиянова.
Пушкăртстанра Вĕрентÿ министерствин даннăйĕсем тăрăх, вырăс чĕлхи предмечĕпе иртнĕ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне 100 бала 22 вĕренекен панă.
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас