Урал сасси
+13 °С
Дождь
Новости
23 Июня 2021, 07:36

Хытă каяшсене вăхăтлă илсе тухассине çирĕплетĕç

Пушкăртстанра пурăнакансем çÿп-çап турттарассипе çыхăннă çăмăллăхсемпе начар тивĕçтернине палăртаççĕ. Асăннă проблемăна июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров ертсе пыракан канашлура сÿтсе явнă.

Пушкăртстанра пурăнакансем çÿп-çап турттарассипе çыхăннă çăмăллăхсемпе начар тивĕçтернине палăртаççĕ. Асăннă проблемăна июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров ертсе пыракан канашлура сÿтсе явнă.
Канашлури тĕп ыйтусенчен пĕри - коммуналлă хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă регионти операторсен ĕçĕн пахалăхне хак пани. Вырăнсенчи операторсем çÿп-çап илсе тухнă фактсене системăра паллă тăвассине регистраци иртнĕ пур площадкăсенче те 99% таран йĕркеленĕ. Андрей Назаров «Коммуналлă хытă каяшсем-Пушкăртстан» системăри кăтартусем пысăк пулсан та ПР Экологи министерствине администрацисенчен килекен ыйтусем регионти операторсем начар пахалăхлă çăмăллăхсем панине палăртнă.
- Республикăра пурăнакансем купи-купипе çÿп-çап йăваланса выртнине пĕлтереççĕ. Халĕ те регионти операторсем начар ĕçлени, уйрăммăн илес пулсассăн, контейнерсем тулса тăкăнса ларни, çынсем хăйсем тĕллĕн çÿп-çап тăкмалли вырăнсем йĕркелени çинчен пĕлтереççĕ. Июнь уйăхĕнче кăна 11 ирĕк паман çÿп-çап вырăнĕ пулса кайни пирки хыпарларĕç. Кашни канашлура регионти операторсем çÿп-çап тăкассипе пахалăхлă та вăхăтлă çăмăллăх парасси пирки тимлĕх уйăратпăр. Çулталăк вĕçлениччен контейнер площадкисенчен çÿп-çап тиесе тухнине сăн ÿкерчĕксем тăвассине тата регистрацилессине 100 процента çитермелле. Çÿп-çап турттарассипе çыхăннă çăмăллăхăн тÿлевне 95% таран тивĕçтермелле, - тенĕ Андрей Назаров.
Премьер-министр муниципалитетсен ĕçченĕсем коммуналлă хытă каяшсене вăхăтлă илсе тухассине тĕрĕслесе тăрассине çирĕплетмелле тесе пĕлтернĕ.
- Çÿп-çап турттарас ĕç епле пынине эпир кашни кунах тĕрĕслесе тăратпăр, апла пулин те ăна питĕ лайăх тесе калас килмест. Системăллă ĕç çеç тухăçлă пулма пултарать. Çавăнпа та регионти операторсемпе муниципалитетсен пуçлăхĕсене хăйсен ĕçĕсене пахалăхлă та вăхăтлă пурнăçлама ыйтасшăн. Çÿп-çапа вăхăтлă илсе тухнинчен пирĕн граждансен пурнăç пахалăхĕ те килет, - палăртнă премьер-министр.
Çавăн пекех канашлура республика территорийĕнчи санкцилемен çÿп-çап тăкмалли вырăнсене тĕп тăвассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. ПР Çут çанталăк тата экологи министрĕ Урал Искандаров республикăри каяшсен кадастрĕ тăрăх, 2089 санкцилемен çÿп-çап тăкмалли вырăн тăрса юлни пирки пĕлтернĕ. 2019 çулта - 604, пĕлтĕр - 473, 2021 çулта 48 çÿп-çап тăкмалли вырăна (пĕтĕмпе 1125) тĕп тунă.
ПР Пуçлăхĕн социаллă коммуникацисемпе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи Елена Прочаковская çынсем коммуналлă хытă каяшсем пирки миçе хутчен шăнкăравланине пĕлтернĕ. Унпа килĕшÿллĕн июнь уйăхĕн 12-20-мĕшĕсенче 64 ыйту пулнă. Маларах, июнь уйăхĕн 7-13-мĕшĕсенче - 98.
Надежда РОДИОНОВА.
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас