Пур хыпар та
Новости
23 Июнӗн 2021, 12:45

Коммуналлă парăмсене пула автомобильсĕр тăрса юлнă

Пушкăртстанри Благовещенск хулинчи арçын коммуналлă тÿлев парăмĕсене пула автомобильсĕр тăрса юлнă.

Пушкăртстанри Благовещенск хулинчи арçын коммуналлă тÿлев парăмĕсене пула автомобильсĕр тăрса юлнă.
Вăл 2016 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа «БашРТС» ăшăпа тивĕçтерекен предприятие ăшăшăн тата вĕри шывшăн пачах та тÿлемен. Пĕтĕмĕшле парăм 90 пинрен те иртсе кайнă. Суд приставĕсем унăн пĕртен-пĕр пурлăхне, ют çĕршывра туса кăларнă «Хендай Акцент» автомобильне, арестленĕ.
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас