Новости
23 Июня 2021, 07:33

РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйлĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2021 çулхи сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин саккăрмĕш созыв депутачĕсене суйламалли кун пулнине çирĕплетекен указа алă пуснă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2021 çулхи сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин саккăрмĕш созыв депутачĕсене суйламалли кун пулнине çирĕплетекен указа алă пуснă.
Çак кун пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕ шутланать. Суйлавçăсем алла икĕ бюллетень илĕç: пĕри парти списокĕпе сасăлама, тепри - пĕр мандатлă округ тăрăх. Пушкăртстанра 6 пĕр мандатлă округ йĕркеленĕ: Ĕпхÿ, Благовещенск, Белорецк, Нефтекамск, Салават тата Çтерлĕ. Кашни округа хула тата район округĕсем кĕреççĕ. Пушкăртстанри суйлав округĕсем пĕтĕмĕшле Раççей списокĕнче 3-8-мĕш пулĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас