2021 çулта тĕрмере ларса тухнă 176 Пушкăртстан çынни ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме патшалăхран пулăшу ыйтнă. Çулталăкăн малтанхи виçĕ уйăхĕнче 57 çын ĕçе вырнаçнă. Регионти правительствăн даннăйĕсем тăрăх ĕçе вырнаçнисен шайĕ 32,4 процентпа танлашнă. Иртнĕ çул тĕрмере ларса тухнă 181 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, урăхла каласан 28,5% пулать.
«Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче ирĕклĕхсĕр вырăнсенчен таврăннă çынсене килĕшекен ĕç тупма пулăшаççĕ. Пурнăç йĕркине хăнăхма обществăлла, вăхăтлă ĕçсене явăçтараççĕ. Регионти ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе паллаштараççĕ. Харпăр хăй тĕллĕн ĕç тупма, резюме çырма, ĕçпе тивĕçтерекенпе калаçма вĕрентеççĕ», - пĕлтернĕ Пушкăртстанри çемье тата ĕç министрĕн пĕрремĕш çумĕ Юрий Мельников.
Тĕрмерен таврăннă çынсем валли ĕç шырас, профориентаци ирттерес, çĕнĕ профессие вĕрентекен курссене йĕркелес ĕçе Ĕç министерствин, Айăплава пурнăçлакан федераллă служба управленийĕн (УФСИН) специалисчĕсем тăваççĕ. Çак тĕллевсене «Команда будущего Республики Башкортостан" портал та пурнăçлать.
2019 çултан 2021 çулхи пĕрремĕш квартала çити 149 çын (2019 ç. – 60 çын, 2020 ç. – 36 çын) социаллă адаптаци иртнĕ тата психологи пулăшăвĕпе усă курнă. Тата вĕсен çумне ирĕксĕрлĕх вырăнĕсенчен тухнă 125 çынна (2019 çул. – 58 çын, 2020 ç. -19 çын, 2021 çулхи 1-мĕш кварталĕнче – 48 çын) хушмалла. Çак вăхăт хушшинче професси суйласа илмелли çăмăллăхсемпе 1084 çын усă курнă. 2019 çулта професси пĕлĕвне тĕрмере ларса тухнă 16 çын, 2020 çулта – 19 çын илнĕ. Айăпа кĕнисемшĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен мобильлĕ центрсем йĕркелеççĕ. Регионта вĕсем вуннăн. Вĕсен пулăшăвĕпе 166 çын усă курнă.