Иртнĕ çул республикăри агропромышленность комплексне аталантарма 8 млрд та 524 тенкĕ уйăрнă: федераллă бюджетран - 4,9 млрд, Пушкăртстан Республикин бюджетĕнчен - 3,7 млрд тенкĕ. 1,8 млн тенкĕ ял территорийĕсене комплекслă аталатарас тĕллевпе панă. Асăннă цифрăсене паян патшалăх ларăвĕнче вице-премьер-ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.
Ун сăмахĕсем тăрăх, агропромышленность комплексĕ ку çулсенче 20 çул хушшинчи чи лайăх результатсене кăтартнă.
- Эпир пĕтĕм продукци структурине улăштарма, хамăр производствăна таварлăх тума пултартăмăр. 2010 çулта ял хуçалăх продукцийĕн тĕп пайне уйрăм хуçалăхсем никĕсленĕ пулсан, 2020 çулта ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем туса илекен продукцин пайĕ 57% танлашнă, - тенĕ аграри ведомствин пуçлăхĕ. - Ял хуçалăх продукцийĕн индексĕ 103,1 процентпа танлашать (план тăрăх, 100,8 %).
Пушкăртстан ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕпе Раççей Федерацийĕнче улттăмĕш вырăна хăпарнă ( 2019 çулта – 7 вырăн), Атăлçи Федераллă округра çирĕппĕн иккĕмĕш вырăн (Тутарстан хыççăн) йышăнать. Республика аграрийĕсем тĕш тырăллă культурăсен начар мар тухăçне (4 млн тонна тĕш тырă) пухса илнĕ, 2019 çулхинчен 600 пин тонна нумайрах.
Пушкăртстан Раççейри теплица культурисем ÿстерекен 10 регион шутне (7-мĕш вырăн) кĕнĕ. 2020 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, хупă çĕр çинче пахча çимĕç ÿстерсе сутасси 1,3% ÿснĕ. Çакă 69,4 пин тоннăпа танлашать.
Вице-премьер палăртнă тăрăх, аграрисем хăйсен умне кăçал та пысăк тĕллевсем лартнă. Анчах та çанталăк условийĕсем Пушкăртстанри аграри секторне начар витĕм кÿнĕ. Нÿр çитменни, шăрăх та çиллĕ кунсем ял хуçалăх культурисене аталанма памаççĕ. Вĕри сывлăш çум курăксене хăвăрт ÿсме тата хурт-кăпшанкăсене ĕрчеме май парать. Çавăнпа та тухăç палăртнинчен сахалрах çитĕнме пултарать. Аграрисем халех çухатусем пысăк пуласси пирки калаçаççĕ. Выльăх апачĕ те çителĕксĕр пулас хăрушлăх пур: çулмалли курăксем кĕске те сайра.
- Пирĕн пурин те хатĕр тăмалла. Халĕ Федераллă Ял хуçалăх министерствипе хастар ĕçлетпĕр. 2021 çулхи тăкаксене саплаштарма тата аграрисене пулăшу пама республика бюджетне 6 млрд тенкĕ хывмалла, - тенĕ Ильшат Фазрахманов.