Пур хыпар та
Новости
28 Июнӗн 2021, 11:00

Хĕрарăм аçа-çиçĕм çапнипе вилнĕ

Авăркас тăрăхĕнче хĕрарăма аçа-çиçĕм çапса вĕлернĕ тесе пĕлтернĕ «Авăркас хыпарçи» хаçат. Асăннă хыпара республикăри Инкеклĕ ĕçсен министерствинче те çирĕплетнĕ.

Авăркас тăрăхĕнче хĕрарăма аçа-çиçĕм çапса вĕлернĕ тесе пĕлтернĕ «Авăркас хыпарçи» хаçат. Асăннă хыпара республикăри Инкеклĕ ĕçсен министерствинче те çирĕплетнĕ.
Синкер пăтăрмах июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Кăтаймас (Малый Нагадак) ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ. Аллă виçĕ çулхи хĕрарăма вăрманта хурăн милĕкĕ хатĕрленĕ вăхăтра аçа-çиçĕм çапнă.
Аçа çапни вăйлă пулнă пирки унăн чĕри вырăнтах тапма чарăннă. Инкекре хĕрарăм мăшăрĕ те сиенленнĕ. Аçа-çиçĕм çапнипе арçын айккинелле вирхĕннĕ‚ тăнне çухатнă. Кăшт вăхăт иртсен‚ тăна кĕрсен‚ вăл арăмĕн тĕлкĕшекен ÿтне асăрханă. Инкеке лекнĕ арăмне çăлма хăтланнă‚ анчах та кая юлнă. Вырăна килсе çитнĕ васкавлă пулăшу хĕрарăм вилнине çирĕплетнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас