Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри сывлăх сыхлав учрежденийĕсене паянхи куна сăвăс çыртнине пула 6 371 çын пулăшу ыйтма килнĕ. Вĕсенчен - 2 348-шĕ ачасем. Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 7011 пулăма шута илнĕ пулнă. Ачасем – 2752.