Пушкăртстанра иртнĕ çул 18 çул тултарман 9 каччă тата 128 хĕр çемье çавăрнă.
2020 çулта республикăра 14-35 çулхи 14 366 арçын тата 15 099 хĕрарăм мăшăрланнă. Ытларах пуçласа 20-29 çулхисем çемье çавăраççĕ.
Раççейре мăшăрлану ÿсĕмне 18 çултан çирĕплетнĕ. Анчах та хăш-пĕр лару-тăрура çул çитменнисене те регистраци ирттереççĕ. Вĕсен шутне хĕр йывăр пулни е мăшăрсен ачи пурри кĕрет. Ун пек чух Çемье кодексĕн 13-мĕш статйипе килĕшÿллĕн мăшăрлану ÿсĕмне чакармалли хушу çырса çамрăксене пĕрлешме ирĕк параççĕ.
Çемье кодексĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанра 1996 çултан 16 çул тултарман çамрăксене мăшăрланма вырăнти самоуправлени ирĕк панă. 2015 çулта асăннă саккун норми хăйĕн вăйне çухатнă.