Документра каланă тăрăх, 2018 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕрремĕш е иккĕмĕш ача çуралнă çемьесем 2023 çулчченхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕчччен малтанхи рынокра çăмăллăхлă ипотекăпа çурт-йĕр туянма, туянса ĕлкĕрнĕ пулсан ипотекăна çĕнĕлле шутласа кăларма (рефинансирование) пултараççĕ. Çавăн пекех Владимир Путин тепĕр çăмăллăхлă, çурт-йĕре малтанхи рынокра туянасси, ипотека программине 2022 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсма хушу панă. Ун тăрăх ставка 7 процентран иртмелле мар. Маларах вăл 6,5% пулнă. Кредит виçи виçĕ миллионран иртмелле мар.
Çак хушусем пирки патшалăх пуçлăхĕ июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн пленарлă ларăвĕнче, пĕлтернĕ.