Пур хыпар та
Новости
29 Июнӗн 2021, 12:25

Раççейре сунара çÿремелли пăшала 21 çул тултарнисене çеç сутĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕнĕ саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн сунара çÿремелли пăшалпа харпăр хăйне хÿтĕлемелли вăрăм кĕпçеллĕ хĕç-пăшала унчченхи пек 18 çул мар, 21 тултарсан çеç туянма ирĕк парĕç.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕнĕ саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн сунара çÿремелли пăшалпа харпăр хăйне хÿтĕлемелли вăрăм кĕпçеллĕ хĕç-пăшала унчченхи пек 18 çул мар, 21 тултарсан çеç туянма ирĕк парĕç.
Асăннă çĕнĕлĕх çар службинче пулнисене тата хальхи вăхăтра служба иртекенсене, патшалăх çар организацийĕсен служащийĕсене, çар званийĕ е юстицин класс чинĕсем пуррисене пырса тивмест.
«Хĕç-пăшал çинчен» саккуна маларах редакциленĕ чух çынна вилмелле мар амантакан (гражданское огнестрельное оружие ограниченного поражения ) хĕç-пăшала 21 çул тултарнисене çеç сутмалли пирки çĕнетÿ кĕртнĕччĕ.
Сунара çÿремелли пăшала 18 çултан туянма вырăнта пурăнакан пĕчĕк йышлă халăхсене, профессиллĕ сунарçăсене, уйрăм çынсен сыхлав органĕсенче тата уйрăм тĕллевлĕ ытти юридици организацийĕсенче ĕçлекенсене ирĕк парĕç. Унсăр пуçне 18 çултан яка кĕпçеллĕ тата спорт занятийĕсем валли сунара çÿремелли вăрăм кĕпçĕллĕ пăшал туянма пулать.
Çавăн пекех документра лицензие мĕншĕн паманни çинчен калакан хушма сăлтавсене те палăртнă. Маларах çак списока хĕç-пăшалпа усă курса йывăр тата уйрăмах йывăр преступлени тунăшăн судпа айăпланă срок вĕçленменнисене те кĕртетчĕç. Халĕ судпа пĕр е икĕ хутчен айăпланнисене те, руль умне ÿсĕрле ларса полици аллине çакланнисене те лицензи памаççĕ.
Лицензи илме тивĕçейменнисен шутне саккунсăр хĕç-пăшал сутса, хĕç-пăшалпа, боеприссемпе усă курса преступленилле ĕç тунисем те кĕрĕç. Çакă терроризмла тата экстремизмла преступленисем тунăшăн судпа айăпланнисене те пырса тивет. Лицензие çулĕ çитменнисен тĕлĕшĕпе пусмăрла ĕçсем туса судпа айăпланнисем те илеймĕç. Унсăр пуçне, наркотикпа усă курнăшăн административлă явап тыттарнисене те вăхăтлăха (айăплав срокĕ вĕçленнĕ хыççăн тепĕр çулталăка) ирĕк памĕç. Маларах чарăва айăплав срокĕ вĕçленсенех пăрахăçланă пулнă. Халĕ административлă майпа айăпланисене те вăхăтлăх чару парĕç.
Пăшала тата ăна туянмалли лицензие вăхăтлăха пăрахăçламалли хушма сăлтавсем те кĕртеççĕ. Ку вăл Росгвардие хĕç-пăшал ăçта выртнине кăтартманни, ăна пăхса тĕрĕслеме ирĕк паманни.
Срокĕ тухнă хĕç-пăшалпа Росгвардие пĕлтермесĕр малалла та усă курни тата ăна охрана сигнализацийĕ çук хуралтăра упрани лицензие туртса илмелли сăлтав шутланать.
Надежда РОДИОНОВА.
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас